Ҫӗрпӳ районӗнчи хресчен хресчен хӑй туса илекен продукцие чикӗ леш енне ӑсатать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — Андрей Васильевич Хорошавин усламҫӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкас тӑрӑхӗнче тӑрӑшать.
Чӑваш хресченӗ чикӗ леш енне, Европӑна, вика ӑсатнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслевӗн тата Раҫҫей чиккинчи тата транспортри тӗрӗслевӗн пайӗ тӗш тырӑна пахаланӑ. Выльӑх апачӗллӗх вика Раҫҫейӗн тата Евросоюзӑн ветеринари нормисене тивӗҫтернӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ мӗнпур парти — 22 тонна вика — Польшӑна кайма юрӑхлине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Дениса Паспекова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тимирязев поселокӗнче ҫуралнӑ специалиста ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи пукана кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шанса панӑччӗ.
Денис Иванович ку должноҫе йышӑниччен «Госсорткомисси» ертӳҫинче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрлӗ должноҫре 10 ҫул тимленӗ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Денис Паспеков — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Шупашкарти Ольга Кошелева качака сӗтӗнчен пӗҫерекен сыр Мускав облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ.
«Лучший сыр России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх сыр) ӑмӑртӑва «Сыр Пир Мир» Пӗтӗм Раҫсейри фестивале йӗркеленӗ май ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Истра хула округӗнчи Дубровское ялӗнче ирттернӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи конкурса сыр пӗҫерекен 141 предприяти 482 тӗрлӗ сырпа пырса ҫитнӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫне 12 номинацире хакланӑ. Конкурса хутшӑнакансен апат-ҫимӗҫне Раҫҫейри, Швейцаринчи, Францинчи тата Италинчи сыр ӑстисем пахаланӑ.
Ольга Кошелева пӗҫерекен «Валансе» сыр «Качака сӗтӗнчен пӗҫернӗ сырсем» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ.
ҪУР | 08 |
Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхрипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче ҫӑкӑр 7,7 процент хакланнӑ. Пуринчен ытла хура ҫӑкӑр хакӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче унӑн пӗр килограмм хакӗ 50 тенкӗ те 54 пуспа танлашнӑ. Иртнӗ ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ку вӑл 9,6 процент пысӑкрах. Шурӑ ҫӑкӑр тата шурӑ ҫӑнӑхран хатӗрленӗ булка таврашӗн пӗр килограмм хакӗ — 75 тенкӗ те 87 пус (8,3% хаклӑрах).
Ыраш ҫӑнӑхӗнчен хатӗрленӗ пӗрремӗш тата иккӗмӗш сортлӑ ҫӑкӑр-булка таврашӗ 7,4 процент хакланнӑ. Сӑрӑ ҫӑкӑрӑн пӗр килограмӗ халӗ вӑтамран 49 тенкӗ те 96 пус тӑрать.
Хаксем ӳснине специалистсем тыр-пул тухӑҫӗ чакнипе тата ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем хакланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри хаксем федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчипе танлаштарсан пӗчӗкрех тесе пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви.
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци 26 ҫӗршыва ӑсанать. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче Раҫҫей таможни хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхри апат-ҫимӗҫе чикӗ леш енне 9,37 миллион долларлӑх ӑсатнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ ҫав тапхӑртинчен 31,9 процент нумайрах.
Чӑваш Енри АПК продукцийӗ республикӑн экспорчӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗнче 11,4 процент йышӑнать.
Чӑваш Енри АПК продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси ҫулсерен ӳссе пырать. Юлашки пилӗк ҫулта агроэкспорт 2,7 хут нумайланнӑ.
Ют ҫӗршыва ӑсанакан апат-ҫимӗҫрен 80 проценчӗ — тарӑннӑн тирпейлени (77% — «АККОНД», 3% — «Девелей» (соус, кетчуп, горчица), «Букет Чувашии» (сӑра), «Чӑвашхӑмлапром» (хӑмла), «Агро-Инвест» (ыраш салачӗ) тата ытти те); 20% — пӗрчӗллӗ йышши, пӑрҫа йышши тата техника культурисем (вика, пӑрҫа, йӗтӗн, горчица, ыраш, урпа).
Чӑваш Енри пилӗк районта ҫуракине тухнӑ. Паянхи куна илсен Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ районӗсенче ҫуртри культурӑсене акаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра сеялкӑсем хире тухайман-ха. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи ака ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫӑннӑ.
Паян республикӑри 16 районта кӗрхи культурӑсене апатлантараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 9 районта нумай ҫул ӳсекен курӑк уйӗсенче те удобрени сапаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи ку вӑхӑтра кӗрхисене апатлантарма пуҫлайман. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене те пӗлтӗр каярах юлса сӳрелеме тытӑннӑ. Кӑҫал, акӑ, 9 районта ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне 14 районти хуҫалӑхсем тӗштырӑ эмеллеҫҫӗ, 8 районта ҫӗр улмине яровилизацилеме кӑларнӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене тупӑшлӑ ӗҫлеме ҫӑмӑл мар тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан та тепӗр чух шӑрӑх ҫанталӑк тухӑҫ шайне чакарма пултарать. Ӳсентӑранпа пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантаракансен ку енчен шанчӑклӑрах. Ҫакӑн пирки иртнӗ эрнере ЧР Ял хуҫалӑх министерствин анлӑ коллегийӗнче те палӑртрӗҫ.
Ларӑва хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗрулмипе ӗҫлеме шикленнине хурласа калаҫрӗ. «Брянск облаҫӗ ҫулталӑкне 1,5 миллион тонна ытла туса илет. Эпир миллион тоннӑна ҫитме ҫеҫ ӗмӗтленетпӗр. Шикленетпӗр: пӗрре — лартатпӑр, тепре — лартмастпӑр. Лартмалла кӑна та мар, ҫуса хутаҫа тултарма тытӑнмалла. Брянск кӗпӗрнаттӑрӗ 10 ҫул каялла пирӗн патра Уй-хир кунӗнче пулнӑччӗ, пирӗн технологисемпе паллашнӑччӗ. Вунӑ ҫулта унта пирӗнтен иртсе кайрӗҫ. Федераци сечӗсен лавккисенче те паян Брянск ҫӗрулмине сутаҫҫӗ», — хастартарах пулма чӗнсе каларӗ Элтепер.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче акана тухасшӑн. Тӗрӗсрех, ака уйӑхн малтанхи вунӑ кунлӑхӗнче. Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паян ирпе район администрацийӗсен пуҫлӑхсемпе видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Министр, ахӑртнех, синоптиксем ҫур епле килессине тӗшмӗртни тӑрӑх каланӑ.
Ҫуртрисене кӑҫал пирӗн республикӑра 310 пин гектар акмалла, ҫав шутран ҫурри ытла (54 проценчӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пулӗҫ, лаптӑкӑн 37 проценчӗ таран выльӑх апачӗлӗх культурӑсем йышӑнӗҫ, ыттине ҫӗрулмипе пахчаҫимӗҫ, техника культурисем валли уйӑрӗҫ.
Вӑрлӑха хуҫалӑхсем хатӗрленӗ. Тӗрӗсленинчен 77 проценчӗ — кондицие ларни.
Кашни гектар пуҫне 34 килограмран кая мар добрени сапма паартнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатассипе самай ӗҫ туса ирттерме шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма шухӑшлаҫҫӗ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 935 пин гектар ҫӗртен 220 пин гектар лаптӑкӗ ҫинче ҫӗр йӳҫекленсе кайнӑ. 2019-2023 ҫулсенче 10-шар пин гектар ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатма палӑртаҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх ҫӗрне акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатас ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Ял хуҫӑлӑх министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ертсе пынӑ канашлура тишкернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче ҫак енӗпе ятарлӑ саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗр йӳҫеклӗхӗпе чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ кӗрешмен. Акшар ҫӑнӑхӗ сапса тӑкакланнине патшалӑх 30 процентне, Инҫет Хӗветухӑҫӗнич регионсенчи хуҫалӑхсене вара ҫурри таран саплаштарма шухӑшлать.
Чӑваш Республикинче ял хуҫалӑхне аталантарассипе йышӑннӑ саккуна ҫӗнӗлӗх кӗртесшӗн. Ун пирки кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябинина хӑйӗн сӑмахӗнче регионта органика таварӗсене тирпейлесе кӑларакан предприятисене патшалӑх енчен пулӑшассине асӑннӑ.
«Ӳсен-тӑрана акса ҫитӗнтернӗ чухне гербицидпа усӑ куриччен органика таварӗпе ытларах усӑ курма тӑрӑшмалла. Унпа хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ кӗрешме те меллӗ», – ӑнлантарса панӑ Татьяна Рябинина.
Ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра 10 млн га ытла ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ лаптӑкра удобренипе усӑ курман, тӑпран пуянлӑхӗ те япӑхнӑ.
Республикӑра органика таварӗсене ытларах сарасси пӗлтерӗшлине асӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев.
«Паянхи халӑх экологи енчен таса ял хуҫалӑх таварне ыйтать», – палӑртнӑ регион пуҫлӑхӗ. «Саккуна йышӑнсан, ял хуҫалӑх производствинче комплекслӑ ӗҫсем йӗркелемелле», – тенӗ Чӑваш Республикин ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |